Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ылтӑн ҫӳпҫе

Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Чӑвашсем миҫе таран шутлама пӗлнӗ? Ҫӗр таран-и, пин таран-и? Ҫӗр пине пӗлтерекен сӑмах пулнӑ-ши авалхи чӑвашсен?.. Авалхи халӑх сӑмахлӑхне тӗпчесен, ҫӗр пине пӗлтерекен сӑмах та пулни курӑнать, вӑл — лах. Лах ҫын — ҫӗр пин ҫын. Лахтан — ҫӗр пин артан тӑракан ҫар. Лахтан пуҫлӑхӗ — лахпӳ. Лахпӳ арӑмӗ — лахпике.

 

Хушни. Лах сӑмаха шыраса чи малтан Ашмарин словарьне уҫса пӑхрӑм. Чӑн та пур, иккен, унашкал сӑмах пирӗн чӗлхере, анчах Юхма Мишши илсе кӑтартнисене курмарӑм. «Лах» — кулнине пӗлтерекенни пур (лах-лах) тата «пут» пӗлтерӗшли (кунта ӗнтӗ «лак» сӑмахпа вӑл пӗр). Тата хама валли «апшур», «выҫкӑн» сӑмахсен синонимне пӗлтӗм: «лахматти» (ку сӑмахӗ вара «лаххан» сӑмахран пулнӑ ӗнтӗ, нумай ҫиекен ҫыннӑн хырӑмне унпа танлаштарса каланӑ — «лахматти хырӑм»).

Николай Ашмарин пухнӑ сӑмах пуххи туллиех мар тесе Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ ярӑмра тухнӑ кӗнекесене пӑхкаларӑм.

Малалла...

 

Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Сӑмахсем, этем пекех, ватӑлсах пыраҫҫӗ-ши?.. Эпир ар пирки ҫырнӑччӗ, ар, ер — арҫынлӑх кирлӗ чухне арҫын пулма пултаракан ҫын, тен, ӗлӗк-авал ҫарҫынни тени те пулма пултарнӑ. Нукер — пӗр-пӗр ханӑн, патшан е ҫарпуҫӗн шанчӑклӑ арӗ (ерӗ). Кӗрнекер — кӗрнукер, урӑхла каласан, кӗрӳ сыхлавҫи; туй вӑхӑтӗнче авланакан каччӑна пӑхса, упраса тӑраканни. Мӑнкӗрнекӗр — ҫын вилсен, ӑна пӑхса-упраса леш тӗнчене, аслӑ турӑ Танкӑр патне илсе каякан Хӑрпан-турӑпа ҫын хушшинчи ҫыхӑнӑва йӗркелекенӗ.

 

Хушни. Ку сӑмах пирӗн чӗлхене монгол чӗлхинчен кӗнӗ. Унта вӑл «тус», «юлташ» пек ҫӳренӗ. Юхма Мишши тӗрӗс палӑртать, вӑл патшан шанчӑклӑ сыхлавҫи пулнӑ, ҫывӑх ҫар ҫынни. Кӗрнекӗр сӑмаха вара Ашмарин хӑйӗн сӑмах пуххинче илсе парать, унӑн пӗлтерӗшӗ те ҫавӑн пекех. Ашмарин словарӗнче «кӗрнекер», «кӗрнӳкер» вариантсене илсе панӑ.

Малалла...

 

Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Авалхи вырӑс материалӗсене вуланӑ чухне час-часах «даруга» сӑмах курма пулать. Каярахпа ҫакӑ «дорога» сӑмаха куҫни паллӑ. Даруга — хӑйне евӗрлӗ область, халӑх пурӑнакан ен тенине пӗлтерет. Калӑпӑр, Е. Пугачев вӑхӑтӗнче Пушкӑрт ҫӗршывӗ тӑватӑ «даругӑна» пайланни паллӑ. Чӑваш ҫӗршывне те 16–17 ӗмӗрсенче «даругӑсем» ҫине пайланӑ. Чӑваш чӗлхинче ҫак сӑмах тӑрӑх тесе илтӗннӗ пулас. Ҫак тӑрӑха пӑхса тӑраканни — тӑрӑн.

Тӑрӑн вӑл патша е хан янӑ тӑрӑх хуҫи, наместник, эткертен пыракан хӗсмет вырӑнӗ мар. Пӗр тӑрӑн вилсен, ун вырӑнне патша е хан урӑх тӑрӑн, пачах малтанхипе ҫыхӑнман тӑрӑн яма пултарнӑ. Хӑшпӗр тӳрк халӑхӗсен, калӑпӑр, пӑлхар-чӑвашсен тӑрӑхӗсем эткерлӗ те пулнӑ пулас, урӑхла каласан, тӑрӑха пӑхса тӑраканӗ ҫав ҫӗре ывӑлне пама пултарнӑ. Вӗсене тӑрхан, каярахпа — турхан тенӗ пуль. Турхан вӑл пирӗн чӑвашсен, монголсенни пек, тимӗр-тӑмӑр ӗҫне тытса пынӑ ҫын е хырҫа-марҫӑран хӑтарнӑ ҫын ҫеҫ пулман пулас.

Малалла...

 

Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ калаҫҫӗ, кам мӗнле ҫырас тет — ҫапла ҫырать: чӳрече те, кантӑк та; вырӑсла ҫак сӑмах — окно. Хӑшӗ тӗрӗсрех-ши? Xӑшӗ мӗне пӗлтерет-ши?

Ӗлӗк-авал, кӗленче таврашӗ ҫукрах чухне, чӑвашсем хайсен пӳрчӗсене ҫутӑ кӗтӗр тесе, касса тунӑ вырӑна вӑкӑр хӑмпи карнӑ. Ӑна карӑнтӑк тенӗ. Кайран, кӗленче кирлӗ таран тупӑнсан, карӑнтӑк вырӑнне кӗленче касса лартма тытӑннӑ та ӑна кантӑк тенӗ. Кантӑк лартнӑ ҫутӑ кӗмелли вырӑна чӳрече тенӗ. Эппин, чӳрече ятарласа пӗренене е хӑмана тепӗр чухне ҫӗрпӳртри хӑпартнӑ вырӑна ҫутӑ кӗме касса туни, вырӑсла — окно. Кантӑк — чӳречене лартма касса хатӗрленӗ кӗленче.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.
 

Страницӑсем: 1, [2]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.06.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăрăн шухăшсене çине тăрса ĕнентермелли вăхăт. Сире никам та ăнланмасть пек туйăнать. Анчах ун пек мар. Тавралла пăхăр. Юнашарах сире уççи-хуппине тупма пулăшакан çын пур. Эрнен иккĕмĕш çурринче пысăк япала туянма, коммерци ĕçĕсене пурнăçлама ăнăçлă.

Ҫӗртме, 03

1929
95
Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ.
1934
90
Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1952
72
Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
2009
15
Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2012
12
Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ